Авланасси — Качча каясси

 

12896Ҫуралма васкаманнине авланма та ан васка.Авланасси — Качча каясси
12897Ҫураҫнӑ хӗр умӗнче тамер тенкӗ килӗшет.Авланасси — Качча каясси
12898Ҫынсем тӑван ҫумне таяннӑ чух хусах юпа ҫумне таянать.Авланасси — Качча каясси
12899Тӑлӑх арӑм илӗн — ӳкӗнсе вилӗн.Авланасси — Качча каясси
12900Тӑлӑх арӑмӑн хӗрне ан ил, арман хуҫин ӗнине ан ил.Авланасси — Качча каясси
12901Телейлӗ пурӑнас тетӗн пулсан: ху сарӑ пулсан хура хӗре ил, ху хура пулсан сарӑ хӗре ил теҫҫӗ.Авланасси — Качча каясси
12902Тӗсне ан пӑх, пӗвне ан пӑх, ура сырнине пӑх теҫҫӗ.Авланасси — Качча каясси
12905Уркенчӗк хӗр ҫине пӗркенчӗк ӳкмен.Авланасси — Качча каясси
12903Усала каяс килмест, ырра тупма ҫук.Авланасси — Качча каясси
12904Ӳркев хӗре маларах качча параҫҫӗ.Авланасси — Качча каясси
12906Харпӑр хӑй савнине каякан ҫитмӗл ҫичӗ ҫул пурӑнать тет.Авланасси — Качча каясси
12907Хӑй тусне каякан хӗр ыр курман.Авланасси — Качча каясси
12908Хӗр париччен хӗр тума каланӑ.Авланасси — Качча каясси
12909Хӗр пӑхнӑ чух куҫа киле хӑвармаҫҫӗ.Авланасси — Качча каясси
12910Хӗр пӑхнӑ чух хӗрӗх куҫ та сахал тенӗ.Авланасси — Качча каясси
12911Хӗр суйла пӗлмен ачан кутана хӗрелнӗ.Авланасси — Качча каясси
12912Хӗр ҫураҫнӑ чухне суймасӑр пулмасть теҫҫӗ.Авланасси — Качча каясси
12913Хӗре аякка парсан кучченеҫ тутлӑ.Авланасси — Качча каясси
12914Хӗрӗн качча кайиччен хӗрӗх ҫынна усӑ кӑтартмалла, йӗкӗтӗн авланиччен алӑ ҫынна усӑ тумалла.Авланасси — Качча каясси
12915Ху качча каймасӑр ҫын упӑшкинчен ан кул.Авланасси — Качча каясси
12916Чипер чипере илет, чипер мара кам илет?Авланасси — Качча каясси
12917Ют ҫын мухтанӑ хӗре иличчен пӗлӗш хурланӑ хӗре ил.Авланасси — Качча каясси
12918Яштакине ан пӑх, хӗре ӑсне пӑхса ил.Авланасси — Качча каясси